Паян ирхи 5-6 сехетре Шупашкарти пӗр картишре нумай хутлӑ ҫурт умӗнче арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку Эгер бульварӗнчи 28-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, арҫын 50-60 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу тата полици чӗннӗ.
Следстви комитечӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.
Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти арҫын Ҫӗрпӳре ача пахчи тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Ӗҫре унпа инкек пулнӑ.
Арҫын ача пахчи тӑрринче ӗҫленӗ чухне ӑнсӑртран аялалла ӳкнӗ. Вӑл ҫурӑм шӑммине, аяк пӗрчисене хуҫнӑ. Арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ, унта ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн тин тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Шупашкарти Ахазов урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра тивӗҫлӗ канури икӗ ҫыннӑн виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем ватӑ упӑшкипе арӑмне, 80 ҫултан иртнӗскерсене, ҫурла уйӑхӗнченпе курман, вӗсем пирки 3 уйӑх нимӗн те илтмен. Юпа уйӑхӗнче кӳршисем участковӑя тӗрӗслеме чӗннӗ. Анчах алӑка никам та уҫман. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ватӑсен хӗрӗ Мускавран килнӗ те ашшӗ-амӑшӗн виллисене хваттерте тупнӑ. Вӗсем тӗрлӗ пӳлӗмре выртнӑ. Тӗпелте газ конфорки ҫутӑ пулнӑ.
Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем подъездра нимӗнле япӑх шӑршӑ та туйман. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Канаш районӗнчи 45 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ашшӗне вӗлерме пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви комитечӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Вӑрӑмпуҫ ялӗнче пурӑнакан арҫын 71 ҫулти ашшӗне килте ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ. Ватӑскер сурансене пула вилнӗ. Палӑртмалла: вӗсем пӗрле пурӑннӑ.
Ывӑлне тытса чарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрас ыйтӑва татса парӗҫ.
Кӳкеҫре пурӑнакан 29 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл пӗлӗшне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл Шупашкарти пӗр общежитире 37 ҫулти пӗлӗшӗ патне хӑнана кайнӑ, хӑй ӳсӗр пулнӑ. Унпа пӗрле савнийӗ те пынӑ.
Хӑна кил хуҫине савнийӗ ҫумне кӗвӗҫнӗ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Хӑна ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та 37 ҫулти арҫынна кӑкӑрӗ тӗлӗнчен чикнӗ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ. 29 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Мускавра Чӑваш Ен хӗрарӑмӗпе арҫынни сарӑмсӑр вилнӗ. Ку Красноказарма урамӗнчи строительство объектӗнче пулнӑ.
Мускаври прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, бытовкӑсене демонтаж тунӑ чухне ун ҫине бетон стена йӑтӑнса аннӑ. Шалта вара рабочисем пулнӑ.
Инкекре 35 ҫулти арҫын тата 57-ри хӗрарӑм вилнӗ. Хӗрарӑмӗ – поварта ӗҫленӗ, арҫын строитель пулнӑ. "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Елчӗк районӗнчен пулнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Мускаври прокуратура тӗрӗслев ирттерет.
Улатӑр районӗнчи Стемас ялӗнче шӑматкун 60 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа вӗлерни паллӑ, ҫавна май Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак тискер ӗҫе 34 ҫулти арҫын тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 60-ти пӗлӗшӗ патӗнче пулнӑ. Ҫавӑнтах хӗрарӑм хӑнана пынӑ. Икӗ арҫын ӑна кӗвӗҫнипе ҫапӑҫса кайнӑ. Ҫамрӑкки ватӑраххине хӗненӗ. Лешӗ суранӗсене пула вилнӗ.
34 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрасси пирки ыйтӑва татса парӗҫ.
Волгоград облаҫӗнче Чӑваш Енри икӗ строитель вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Котлубань поселокӗнче организацири пӗр ӗҫчен пӳрте кӗнӗ те виҫӗ арҫын сывламасӑр выртнине курнӑ. Иккӗшӗ – Чӑваш Енрен, тепри – Иркутск облаҫӗнчен. Арҫынсем унта ӗҫлеме килнӗ, пурӑнма ҫурт тара илнӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилме пултарнӑ. Ахӑртнех, газ оборудованийӗ юсавсӑр пулнӑ.
Шали ӗҫсен органӗнче ӗҫлекен 34 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пысӑк укҫа вӑрлама тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл пӗлӗшӗн 3,3 миллион тенкине хайӗн кӗсйине чикме хӑтланнӑ. Вӑл ӑна ҫак укҫапа икӗ пӳлӗмлӗ 4 хваттер туянма пулать тесе ӗнентернӗ.
Анчах йӗрке хуралҫи хура ӗҫне вӗҫне ҫитереймен. Ӑна Хӑрушсӑрлӑхӑн федераци службин тата Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсен ӗҫченӗсем татса чарнӑ.
Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе малалла тӗпчӗҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче ҫамрӑк арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах ирхи 5 сехет ҫурӑра пулса иртнӗ. Радужнӑй урамӗнчи 11-мӗш ҫурт патӗнче арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 13-мӗш хутран ӳкни паллӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗскер пулнӑ. Вӑл савнӑ хӗрӗпе пурӑннӑ.
Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |